Шупашкар арҫынни шывран машина кӑларнине НТВ телеканал «Главная дорога» (чӑв. Тӗп ҫул) кӑларӑмра каласа кӑтартрӗ. Эфира кӑларӑм нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.
Шупашкар арҫыннин Евгений Гаманӑн «Ленд Крузер» машини Печора юханшывне путнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, инкек Коми Республикинчи Усинск хули патӗнче пулса иртнӗ.
«Toyota Land Cruiser 200» маркӑллӑ урапана арҫын Коми Республикинче туяннӑ. Сутаканни хаклӑ ыйтман уншӑн. Машинӑна Печора юханшывӗ урлӑ каҫармалла пулнӑ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Ҫыран хӗрринчен пӗр 100 метрта пӑр катӑлса кайнӑ та 3 тонна таякан автомобиль юханшыва путнӑ.
Машинӑна пӑрахса хӑварас темен пирӗн ентешӗмӗр. Пулӑшу ыйтса вӑл халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Часах ырӑ кӑмӑллисем те тупӑннӑ. Пӗренерен хӑйне евӗр кран ӑсталанӑ вӗсем. Шывра эрне пулнӑ машинӑна ҫапла вара туртса кӑларнӑ-кӑларнах.
Телесюжетра пӗлтернӗ тӑрӑх халӗ машинӑна юсав центрӗнче йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ.
Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ.
Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ.
Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Коми Республикинчи тӗп управленийӗ гражданла оборона памяткисене коми чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Хыпара «Контактра» халӑх тетелӗнче «За разноообразие языков в мире» (чӑв. Тӗнчери чӗлхесен нумай енлӗхӗшӗн) ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки ТАСС ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх ҫырнӑ.
«Внимание всем!» (чӑв. Пурне те пӗлме) сигнал пулсан мӗнле тытмаллине асӑрхаттарса ҫынсем валли ятарлӑ хутсем кӑларнӑ. Унта сывлӑш тревоги, хими тата радиаци хӑрушлӑхӗ сиксе тухсан, шыв илес чух епле тытмаллине коми ҫыннисене коми чӗлхипе ӑнлантарнӑ. Пӗрремӗш тиража Сыктывкар хулинче валеҫсе тухнӑ.
Коми Республикинче те, ытти наци регионӗнчи евӗрех, патшалӑх чӗлхисем иккӗ: вырӑс тата вырӑнти чӗлхе.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат журналисчӗ Александр Белов Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ вырӑнне тилхепене тытма пулма пултаракан кандидатсем пирки пуҫ ватать. Кунта сӑнавҫӑсем хальлӗхе икӗ кандидата асӑнни паллӑ.
Пӗрремӗшӗнчен, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Олег Николаев пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ку кандидата республика ертӳҫи пулассишӗн суйлава кӑларассине парти уҫҫӑнах калать. Партин регионти уйрӑмӗн ларӑвӗнче те ку ыйтӑва хускатнӑ.
Тепӗр кандидат та пур. Вӑл — Коми Республикин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Анатолий Князев. РФ Федераци Канашӗн ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тата наци хушшинчи хутшӑнӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн председателӗ, ҫӗршыв сеначӗн вице-спикерӗ Николай Федоров тата Наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен федераци агентствин статс-секретарӗпе Павел Семеновпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Князев Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнмӗ-ши текенсем йышланнӑ.
РФ Федераци Канашӗн ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тата наци хушшинчи хутшӑнӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн председателӗ, ҫӗршыв сеначӗн вице-спикерӗ Николай Федоров Коми Республикин вице-премьерӗпе — ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тата Наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен федераци агентствин статс-секретарӗпе Павел Семеновпа тӗл пулнӑ.
Анатолий Князев Коми Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене те унта хускатнӑ. Князев Коми Республикинче чӑх какайӗ тата ҫӑмарти нумаййине палӑртнӑ. Унтан та ытларах — Чӑваш Ене те ку продукципе тивӗҫтерме хатӗр. Чӑваш Енрен вара аякри ҫӗре ҫӗрулмипе панулми кӳрсе кайма хатӗр.
Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулура Коми Республикинче пӑлан ашӗ тирпейлесси пирки те калаҫнӑ.
«Газпром газораспределение» акционерсен обществи Чӑваш Енри газ пӑрӑхӗсене туянать. Унпа пӗрле — ҫӗре те. Ку хыпара паян «Экономика сегодня» (чӑв. Паянхи экономика) федераци агентстви хыпарлать. Ҫӗре укҫа парсах илме палӑртнӑ.
Акционерсен обществи пӑрӑха ҫӗршывӑн 12 регионӗнче: Алтайра, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Коми Республикинче, Мордва Республикинче, Ростов, Сарту, Тверь, Чӗмпӗр, Челепи облаҫӗсенче тата Пермь крайӗнче — туянӗ.
«Газпром газораспределение» 888 887,58 метр тӑршшӗ 49 участока илӗ. Ӑна туянма компание 7 млрд тенке ларӗ. Пӑрӑхпа ҫӗре илекенни — маларах асӑннӑ обществӑн «Газпром межрегионгаз» предприятийӗ. Хак пирки регионсемпе тата ҫӗр хуҫисемпе шӑпах вӑл предприяти хаклашӗ.
Нумаях пулмасть Коми Республикинчи Сыктывкарта «Маръямоль» Пӗтӗм тӗнчери театр фестивалӗ иртнӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ диплома тивӗҫнӗ.
Сыктывкарти музыкӑпа драма театрне пухӑннисем пирӗн артистсем коми авторӗн Алексей Поповӑн «Кӗтмен парне — мӑйрака» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе паллашнӑ. Ҫемьери путишле те, ҫав вӑхӑтрах харкашуллӑ самантсене кӑтартакан ӗҫе унтисем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Василий Павловпа Ирина Архипова та рольсене ӗнентерӳллӗн калӑпланӑ.
Вӑл тӑрӑхри чӑвашсен ячӗпе унти йӑхташӑмӑрсен автономийӗн «Нарспи» пайташӗ Надежда Белоглазова артистсене тӑван чӗлхепе спектакльшӗн тав тунӑ.
Шупашкарти театрӑн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Раиса Полякова Ҫамрӑксен театрӗн опычӗпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енре республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересшӗн. Ку шухӑш патне оппозици шутланакан парти пайташӗсем Александр Андреев коммунист тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫитнӗ.
«Куратӑр-и, ҫӑмӑллӑха мӗнпур енпе касса пыраҫҫӗ. Ӗҫ ветеранӗсен, нумай ачаллисен, ахаль тӳре-шаран перекетлӗ пурӑнма тивет. Пысӑк ертӳҫӗсен те ку утӑмпа каймалла тесе шухӑшлатӑп», — тесе каланӑ Александр Андреев «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова.
Унтан вӑл Моляковпа пӗр шухӑшлӑн республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересси ҫинчени саккун проекчӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ. Ырӑ тӗслӗх вырӑнне Коми Республикине илсе кӑтартнӑ май: «Гапликов пӗчченех чиперех ӗлкӗрсе пырать», — тенӗ. Капла туни тӑкаксене чакарма пулӑшмалла.
Коми Республикинче Чӑваш Енри ҫын вилнӗ. Вӑл унта стройкӑна ӗҫлеме кайнӑ, каменщик тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пӑтӑрмах Ухта хулинчи Алексеев урамӗнчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пулнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче арҫын 15 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ. Анчах арҫын вӗсем киличченех сывлама пӑрахнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 ҫулти арҫын шуҫса ӳкнӗ е тӗрӗс мар пуснӑ. Вӑл сройкӑра юлашки кун ӗҫленӗ, киле кайма хатӗрленнӗ. Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Раҫҫей Президенчӗн кадр резервне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин кӗнӗ. Ҫӗнетнӗ ушкӑнра — 135 ҫын. Унчченхисенчен хӑшӗсем пысӑкрах должноҫ йышӑннӑ, теприсем РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ — ҫапла вара резерва вӗсен вырӑнне урӑххисене илнӗ.
Маларах кадр резервӗнче пирӗн республикӑрисенчен Сергей Гапликов (ӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Коми Республикине ертсе пыма шаннӑччӗ), Михаил Игнатьев тата Надежда Прокопьева пулнӑ.
Сӑмах май, республика Правительствин пуҫлӑхне Иван Моторина Коми Республикин ертӳҫи Сергей Гапликов кӑҫал ҫуркунне ӗҫлеме чӗннӗччӗ, премьер-министр Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнӑччӗ, анчах кунтах юлма йышӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |